Раштав уйăхĕн 24—27-мĕшĕсенче республикăри шкулсенчи 42 вĕренекен йышĕнче мана та (пирĕнпе пĕрле çитĕннисем 12-ĕн пулчĕç) çĕршывăн тĕп хулинчи — Мускаври Çĕнĕ çул елкинче пулса курма тỹр килчĕ. Унта пире “Измайлово” хăна çурчĕн 24-мĕш хутĕнче вырнаçтарчĕç. Кăшт кансан, циркра пултăмăр. Тепĕр кунне Кремльти Кермене елкăна илсе кайрĕç. 2-мĕш хутра спектакль пăхса савăнтăмăр. Хĕл Мучипе Юр Пике саламларĕç, кашнинех парнесем пачĕç. Пĕрле сăн ỹкерттертĕмĕр. Унтан хăна çурчĕн территорийĕнче уçăлса çỹрерĕмĕр, 1-мĕш хутра тĕрлĕ вăйăсем вылярăмăр. Виççĕмĕш кунне Воробьев тăвĕсем çинче (сăмах май, шкул хыççăн унта вырнаçнă Мускав патшалăх университетне вĕренме кĕрес кăмăл пур), Хĕрлĕ площадьре экскурсире пулса куртăмăр. Мускавра виççĕмĕш хут пултăм пулин те, хальхи курнăçусем ĕмĕрлĕхех асра юлчĕç. Тĕп хуламăрта Çĕнĕ çул елкинче савăннă май, çĕнĕ туссем те тупрăм, Çĕмĕрлери Полинăпа, Вăрмар тăрăхĕнчи Соньăпа, ыттисемпе паллашрăм. Телефон номерĕсемпе те ылмашăнтăмăр. М. Андреева