“Аслă тытăçура” тупăшрĕç

Нумаях пулмасть республика шайĕнче “Аслă тытăçу” вăйă иртрĕ. Ăна “Хавал” пĕрлешỹ “Ăнăçу чĕлхи” ятлă ют чĕлхе шкулĕ пулăшнипе ирттерчĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: “хулари” тата “ялти”. Вăййа пирĕн районтан “Çавал хумĕсем” (Упи шкулĕ, ертỹçисем В. В. Васильева, С. В. Петрова) тата “Кăмăл” (Красноармейски шкулĕ, З. П. Михайлова) ушкăнсем хутшăнчĕç. Кашни ушкăнра 5 шкул ачи пулчĕ. Вĕренекенсем вăйăра 8 тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тупăшрĕç. “Килти ĕç” ăмăртура Чăвашра кăларнă таварсене рекламăламалла пулчĕ. “Çавал хумĕсем” “Чесла” ООО таварĕсене, “Кăмăл” строительство керамикин “КЕТРА” заводăн таварĕсене питĕ ăнăçлă рекламăлама пултарчĕç. Вĕренекенсем уйрăмах Трак енре туса кăларакан продукцие çынсен умне ăнăçлă кăларма пултарни куракансене тыткăнларĕ. Сăмахпа каланисĕр пуçне презентаци тунă икĕ ушкăна та рекламăна тата витĕмлĕрех тума пулăшрĕ. Ачасем “Кăптак пуплев” ăмăртура тупăшрĕç. Унта вĕсен предложенири сăмахсене тĕрĕс вырнаçтармалла пулчĕ. “Диктант” ăмăртура вара ачасен чăвашла çăмăлах мар текста тĕрĕс çырма тиврĕ. Кунта та Трак ен ачисем малти вырăнсене йышăнчĕç. “Кирлĕ сăмахсене кĕртсе çыр” ăмăрту та хăйне евĕр кăсăклă пулчĕ. Ачасен юрра итлеме, унтан кирлĕ сăмахсене кĕртсе лартма тиврĕ. Çухалса каймарĕç тупăшура пирĕн вĕренекенсем. Вĕсемшĕн чи йывăртараххи вара “Чăваш тĕнчи” вăйă пулчĕ. Унта хутшăнакансен ỹкерчĕксем тăрăх республикăра вырнаçнă вырăнсем мĕнпе çыхăннине, япаласен ятне тĕрĕс палăртма тиврĕ. “Сăмахпа ăнлантар” ăмăрту та ачасене тыткăнларĕ. Кунта вĕсен 15 япалан ятне каламасăр урăх сăмахсемпе усă курса юлташĕсене ăнлантарма тиврĕ, лешсен вара сăмаха тĕрĕс каламалла. Пултаруллă ачасем кунта та çухалса каймарĕç. Ыттисенчен ĕçе маларах вĕçленипе те палăрчĕç. “Урăхла кала” вăйă та хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Юлашкинчен вара “Хивре ыйтăм” тупăшу пулчĕ. Унта капитансем тупăшрĕç. Чи нумай очко пухаканĕ Упи шкулĕнче вĕренекен Зинаида Петрова пулчĕ. 4 çынран тăракан сумлă жюри членĕсен те ĕçĕ çăмăлах пулмарĕ. Юлашкинчен М. Карягина тележурналист пĕтĕмлетỹпе паллаштарчĕ. “Аслă тытăçу” вăйăра ял шкулĕсем хушшинче Упи шкулĕн вĕренекенĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Хула шкулĕсем хушшинче Красноармейски шкулĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. В. Васильева