“Чи ачашшине тата юратаканнине…” конкурсра

Трак енри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче, Раççейри ача амăшĕн кунне халалласа, пултаруллă та талантлă ачасене тупса палăртас тата вĕсене туллин аталанма условисем туса парас тĕллевпе юпа — чỹк уйăхĕсенче “Чи ачашшине тата юратаканнине..” ятлă районти конкурс йĕркелерĕç. Асăннă тупăшу виçĕ номинаципе иртрĕ: 1. “Мама моя — одна такая” (литература конкурсĕ). 2. “Все краски жизни для тебя...” (ỹкерчĕксем). 3. “Подарок маме своими руками” (вĕренекенсен ал ĕçĕсем). Пултаруллă ачасен ĕçĕсене пухса кунта выставка йĕркелерĕç. Унпа вун-вун çын паллашрĕ, вĕренекенсен ĕçне пысăк хак пачĕ. “Мама моя — одна такая” литература конкурсĕнче 1 — 4-мĕш классенчи вĕренекенсем хушшинче Виктория Пакова (Упи, 4-мĕш кл., ертỹçи — Г. Васильева) çĕнтернĕ, Руфина Сергеевапа (Алманч, 3 кл., Н. Александрова) Татьяна Данилова (Трак, 3 кл., О. Петрова) иккĕмĕш, Виолетта Филиппова (Алманч, 4 кл.), Анастасия Ершова (Трак, 2 “а” кл., А. Леонтьева) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. 5 — 8-мĕш классем хушшинче Мария Афанасьева (Упи, 5 кл., В. Васильева), Дарья Иванова (Алманч, 5 кл., Г. Димитриева), Татьяна Андреева (Красноармейски, 6 кл., З. Михайлова) палăрнă. 9 — 11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Анастасия Даниловапа Надежда Козлова (иккĕшĕ те — Красноармейски, 10 кл., З. Михайлова), Зинаида Петрова (Упи, 9 кл., В. Васильева) малти виçĕ вырăна йышăннă. “Все краски жизни для тебя...” номинацире (ỹкерчĕксен конкурсĕ) шкул çулне çитмен ушкăнра жюри Дмитрий Михайлов (Красноармейски, Е. Кольцова), Карина Алексеевапа Давид Иванов (иккĕшĕ те — Красноармейски, Л. Сергеева) ĕçĕсене лайăх тесе хакланă, вĕсене 1—3-мĕш вырăнсем панă. 1 — 4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Татьяна Дмитриева (Карай, 4 кл., М. Яковлева) пĕрремĕш вырăна тухнă. Анна Ивановапа (Упи, 4 кл., Г. Васильева) Анна Андреева (Мăн Шетмĕ, 4 кл., А. Скворцова) иккĕмĕш пулнă. Анастасия Киселева (Трак, 3 кл., З. Ласкеева), Кира Петрова (Трак, 2 “а” кл., А. Леонтьева), Даниил Михайлов (Красноармейски, 4 “а” кл., Л. Петрова) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. 5 — 8-мĕш классем хушшинче малти икĕ вырăна Ксения Арсентьевапа (Мăн Шетмĕ, 5 кл., А. Скворцова) Александра Димитриева (Упи, 5 кл., В. Васильева) йышăннă. “Подарок маме своими руками” конкурса питех те йышлă ĕç тăратнă. 1 — 4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Дарья Кириллова (Трак, 4 “а”, Л. Голубева), Дарья Егорова (Трак, 2 “а”, А. Леонтьева), Дана Павлова (Трак, 4 “а”, Л. Голубева), Владимир Клементьев (Красноармейски, 4 “а”, Л. Петрова) çĕнтернĕ, 15 вĕренекен призерсен йышне кĕнĕ. 5 — 8-мĕш классем хушшинче Мария Игнатьевапа (Красноармейски, 5 кл., Н. Ефимова) Василий Тимофеев (Еншик Чуллă, 8 кл., П. Евграфов) ĕçĕсем палăрнă. Жюри 11 вĕренекенĕн ĕçне “лайăх” тесе хакланă. 9 — 11-мĕш классенчи вĕренекенсем хушшинче Кристина Алексееван (Еншик Чуллă, 9 кл., В. Александрова) ĕçне “чи лайăххи” тесе палăртнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Дипломсене тивĕçнĕ. ПИРĔН КОММЕНТАРИ: Конкурсра пĕтĕмпе районти 11 шкултан 224 ĕç пулчĕ. "Шкулсенче пĕлỹ илекенсем "Аннене хамăр алăпа ăсталанă парне" номинацире чылай ĕç тăратрĕç. Кашни ĕç хăйне май интереслĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсен ĕçĕсене уйрăммăн палăртмалла. Тупăшăва хутшăннă кашни ачанах тав сăмахĕ калатпăр", — тет жюри председателĕ А. Клементьева, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕ. Г. Борзин