Пирĕн вĕренекенсем те палăрнă

Чỹк уйăхĕн вĕçĕнче И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-н историпе географи факультечĕн никĕсĕ çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Мускава ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусем пулнăранпа 75 çул çитнине халалласа шкулсенче вĕренекенсем хушшинче “Великие сыны России — Битва за Москву” ятлă наукăпа тĕпчев тата творчество ĕçĕсен республикăри конкурс-фестивалĕ пулнă. Конкурса 90 ĕç тăратнă, вĕсенчен 50-шне финала хутшăнма ирĕк панă. Трак тăрăхĕнчи шкулсенчен тупăшăва 4 ĕç тăратнă, вĕсем пурте призлă вырăнсене тивĕçнĕ. “Великие сыны России — в битве за Москву” секцире Трак вăтам шкулĕнчи 8 класра вĕренекен Дмитрий Леонтьев “28 панфиловцев” ĕçĕпе (ертỹçи истори учителĕ И. А. Николаева) виççĕмĕш, “Битва за Москву в контексте Великой Отечественной войны” секцире Красноармейски вăтам шкулĕн 10 класра вĕренекен Надежда Егоровапа Никита Никифоров “Битва за Москву глазами немцев (по страницам писем и воспоминаний)” ĕçĕпе иккĕмĕш, “Чувашский край в битве за Москву” секцире Красноармейски вăтам шкулĕн 9 класĕнче вĕренекен Анастасия Чаховская тата Ванда Алексеева (10-мĕш кл.) “Уроженцы Чувашии в битве за Москву” ĕçĕпе, çавăн пекех Виктор Кириллов (7 кл.) тата Анна Исакова (9 кл.) “Вклад жителей Красноармейского района в победу в Московской битве” ĕçĕпе иккĕмĕш (виçĕ ĕçĕн ертỹçи Л. Ю. Илларионова) вырăн йышăннă. Мала тухнисене укçан преми парса хавхалантарнă тата вĕсем Мускав çывăхĕнчи çапăçусен историйĕпе асăну кĕнекисене тивĕçнĕ.