Аннесене халалланă конкурс иртрĕ

Красноармейски район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕпе “Ача-пăча пултарулăх çурчĕ” пĕрле “Пирĕн хаклă аннесем!” конкурс иртрĕ. Мероприятире Трак районĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсенчен 230 ача хутшăннă. Аннесене халалланă открыткăсем, сăнỹкерчĕксем, сăвă-калавсем курава килнĕ хăнасене чăннипех те тыткăнларĕç.