Ашшĕ-амăшĕ кăмăллă

Пирĕн корреспондент В. Данилов панă ыйтусене паянхи номерте районти “Ачасен пултарулăх çурчĕ” хушма пĕлỹ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕн директорĕ Ю. Г. Маркова хуравлать. Ыйту: Юлия Геннадьевна, Сирĕн учрежденире вăй хуракансем тĕрлĕ конкурс, вăйă, ăмăрту ирттереççĕ. Пĕр сăмахпа, пурнăçпа тан утма тăрăшни куç умĕнчех... Хурав: Çапла, эпир хамăр ума пысăк та тарăн тĕллевсем лартатпăр: — ачасене вĕренỹ пĕрлешĕвне (кружок ĕçне) ытларах явăçтарасси; — аслă вожатăйсемпе хушма пĕлỹ паракан вĕрентекенсене методика пулăшăвĕ парасси; — çул çинче харпăр хăйне тĕрĕс тытма хăнăхтарасси тата инкек-синкеке сирес ĕçе вăйлатасси; — çул çитмен ачасемпе ĕçлесси; — ватă çынсене пулăшас, хисеплес ĕçе ытларах явăçтарасси; — çут çанталăка упрама вĕрентесси. Ыйту: Ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе, ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕллевпе мĕн тăватăр-ха? Хурав: Ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнче çулсеренех 15 ытла вĕренỹ пĕрлешĕвĕ ĕçлет, унта 320 ытла ача кăмăлтан çỹрет. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче кунта 17 вĕрентекен тăрăшать, пурте — аслă пĕлỹллĕ, вĕсенчен улттăшĕ — аслă, саккăрăшĕ 1-мĕш категориллĕ. Районти “Ачасен пултарулăх çурчĕ” çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ пама тăрăшать: — естествăпа ăслăлăх (çут çанталăка упрасси) — 2 (36), — художество (ỹнерпе илем ăсталăхне аталантарасси) — 5 (103), — техника (ал ĕç ăсталăхне вĕрентесси) — 3 (58), — туризмпа таврапĕлỹ ĕçне явăçтарасси — 5 (85), — социаллă педагогика — 2 (41). Вĕрентекенсем ачасене тĕрлĕ конкурса хутшăнтарма тăрăшаççĕ, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсем тăрăшнипех ачасем çулсерен иртекен республика шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăраççĕ. Ыйту: Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчи ỹсĕмсем еплерех-ха? Хурав: Вĕсем сумлă. Акă, Н. В. Кривошеев ертсе пыракан “Ал ăсти”, В. В. Васильева пуçарнипе ĕçлекен “Çавал хумĕсем”, Д. Ф. Ефимова йĕркеленĕ “Параппанçăсем”, Ю. В. Арманов уçнă “Çамрăк турист”, В. Н. Афанасьев ертсе пыракан “Азимут” вĕренỹ пĕрлешĕвĕсене ачасем кăмăлласа çỹреççĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ирттернĕ “Шырав” наукăпа практика конференцийĕнче Владимир Федоров 1-мĕш, Вероника Алексеева 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, Анна Христофорова хавхалантару Дипломне тивĕçрĕ. Вĕсем “Ал ăсти” вĕренỹ пĕрлешĕвне çỹреççĕ, ертỹçи — Н. В. Кривошеев. В. В. Васильева ертсе пыракан “Çавал хумĕсем” пĕрлешĕве çỹрекен Светлана Якимова “Тăван тавралăха пĕлекенсем” краеведени олимпиадинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Республикăра 1-мĕш хут иртнĕ çамрăк параппанçăсен конкурсĕнче Д. Ф. Ефимова ертсе пыракан “Параппанçăсем” пĕрлешỹ çĕнтерỹçĕсен ушкăнĕнче пулчĕ, çамрăк туристсем те республика шайĕнче пысăк утăмсем тăваççĕ, çĕнтерỹ картлашки тăрăх çирĕппĕн çỹлелле хăпараççĕ. Çитĕнỹсем татах та пысăкрах пулма пурлăх никĕсне пуянлатсан аван пулмалла. Вĕренỹ пĕрлешĕвне çỹрекенсенчен чи пултаруллисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине çулсеренех илме пултарчĕç. 2017 çула та савăнăçлă хыпарпа кĕтсе илтĕмĕр: Н. В. Кривошеев ертсе пыракан “Ал ăсти” пĕрлешĕвне çỹрекен Анна Христофорова стипендиат пулса тăчĕ, çак çитĕнỹ ытти ачасене те пысăк çитĕнỹсем тума хавхалантарса пырасса шансах тăратпăр. Ачасен пушă вăхăтне çавăн пек усăллă ирттерме май туса панăшăн ашшĕ-амăшĕсем те питĕ кăмăллă. Кунта пухнă пĕлỹпе пурнăçра усă курасса шансах тăратпăр. Корр.: Юлия Геннадьевна, Сирĕн коллектив чăннипех те кирлĕ те усăллă ĕç тăвать. Уншăн пысăк тав. Малашлăхра татах та сумлăрах ỹсĕмсем сунатпăр. Ю. Г. Маркова: Ăшă сăмахсемшĕн хăвăра та тав.