Пĕрлĕхлĕ ĕç усăллă
Çĕнĕ 2017 çула кĕтĕмĕр. Уявсем хыçа юлчĕç... Пурте — ватти те, вĕтти те — Çĕнĕ çул каçĕнче, Раштавра савăнчĕç. Ентешĕмĕрсем Трак тăрăхĕнчи мероприятисене хастаррăн хутшăнчĕç. Акă районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче, Çĕнĕ çула халалланă курав иртрĕ. Чылай пепкен пултарулăхне пурте килсе курма пултарчĕç. Чăрăш çине çакмалли теттерен пуçласа пысăк юр кĕлетке (чăн-чăн юртан тунă кĕлеткерен пĕртте кая мар) таранах шăпăрлансен ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Мишураран, вĕтĕ шăрçасенчен, тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен, тỹмесенчен, салфеткăран, фанерăран, хутран, пусмаран, фоамиранран, чăннипех те, илемлĕ ĕçсем пулса тухнă. Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тăрăшни аванах курăнчĕ. Пĕрлĕхлĕ хутшăну çемьене пĕтĕçтерме, вăйлатма пулăшать, аслисемпе пĕчĕккисем пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма, туслă пулма вĕренеççĕ. Пултарулăх ĕçĕ пепкесене пур енлĕн аталанма май парать. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, моторика, ăсра сăнарлани, пултарулăх потенциалĕ ачара вăй илме пуçлать. Хамăрăн тĕпренчĕксемпе пĕрле ĕçлени мĕн тери паха-çке! Ашшĕ-амăшĕ ĕçре, ачисем садикре пулнипе аслисен тимлĕхĕ пĕчĕкскерсене çитсех каймасть. Пĕрлĕхлĕ ĕçпе аппаланни шăпăрлансене хăйсене пурнăçра çирĕп пулма вĕрентет, вĕсем хăйсен кирлĕлĕхне, çемьере вĕсем пĕлтерĕшлĕ пулнине туйса илеççĕ. Чăнах та, çак ырă пулăм çемьере чи туслă та ăшă кăмăл-туйăм çуратать. Шăпăрлансем ĕмĕтленме, творчествăлла шухăшлама питĕ юратаççĕ. Енчен те пĕчĕкскер творчествăлла ĕç пуçарчĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕн ăна хавхалантарма тăрăшмалла, теççĕ тĕпчевçĕсем. Пĕрлĕхлĕ ĕç çемьере юрату туйăмне вăйлатать, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме вĕрентет. Килте ачасемпе темиçе минут та пулин ĕçлесен пирĕншĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн, юратнă тĕпренчĕксемшĕн те чаплă пулĕ.