Çул-йĕр куçăмĕн правилисемпе — олимпиада

03 февраля 2017 г.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май, ачасен пултарулăх çуртĕнче çул-йĕр куçăмĕн правилисемпе районти олимпиада иртрĕ. Унта çул-йĕрĕн çамрăк 9 инспекторĕ хутшăнчĕ. 5—6-мĕш классенче вĕренекенсене шкулсенчи олимпиадăсен кăтартăвĕсемпе суйласа илнĕ. Вĕсен çул-йĕр куçăмĕн правилисемпе тестри çăмăлах мар 55 ыйтăва хуравламалла тата 90 минут хушшинче кроссворда пĕлмелле пулчĕ. Олимпиадăра Красноармейски вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнчи Мария Игнатьева 60 балпа (ертỹçи — Е. Г. Михайлов) — пĕрремĕш, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи 6-мĕш класри Роман Козлов (57, ертỹçи В. Н. Афанасьев) — иккĕмĕш, Именкасси шкулĕнчи 4 класри Валерия Афанасьева (ертỹçи — Л. Г. Александров) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Грамотисемпе тата призĕсемпе чысланă.