Литература кружокĕн хастарĕсемпе — тĕлпулу

Литература кружокĕн хастарĕсемпе — тĕлпулу

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн пирĕн хаçатăн общество корреспонденчĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Т. Борисова Упи вăтам шкулĕнче пулса кунти "Çавал хумĕсем" литература кружокĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Шкулти “Çавал хумĕсем" литература кружокĕ чылайранпа ĕçлет. Вăл хăй тавра сăвă-калав çырма кăмăл тăвакансене, тăван чĕлхепе литературăна юратакансене пĕрлештернĕ. Пултарулăх ушкăнне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Васильева ертсе пырать. Т. Борисова вĕренекенсене тăван чĕлхепе литература пĕлтерĕшĕ, Трак ен çĕрĕ çинче вăй илсе аталаннă çыравçăсем, хăйĕн нумаях пулмасть пичетрен тухнă “Асăмран каймасть Супар шкулĕ” кĕнеке пирки каласа кăтартрĕ, çĕнĕ сăввисене вуларĕ. Кружока çỹрекенсем вара хăнана хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç.

С. Самсонов.