Спорт туризмĕ енĕпе — ăмăрту

Именкасси шкулĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсем хушшинче спорт туризмĕ енĕпе мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Тупăшусем виçĕ ушкăнра пычĕç. 2004 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах арçын ачасенчен унта 1—3-мĕш вырăнсене Д. Александров (Пикшик), Д. Замков (Трак шкулĕ), В. Васильев (Пикшик), хĕр ачасенчен В. Щербакова (Пикшик), К. Емелюкова (Именкасси), Ю. Лаврентьева (Трак шкулĕ) йышăнчĕç. 2002—2003 çулсенчи хĕр ачасенчен малти виçĕ вырăна А. Сорокинапа М. Павлова (Именкасси) тата А. Арсентьева (Трак шкулĕ), арçын ачасенчен Д. Посадскийпе М. Михайлов (иккĕшĕ те — Именкасси шкулĕнчен) тивĕçрĕç. 1999—2001 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче С. Гаврилова (Именкасси), В. Емелюковапа Т. Трофимова (иккĕшĕ те — Трак шкулĕ), каччăсенчен Э. Данилов (Именкасси), А. Даниловпа В. Тихонов (иккĕшĕ те —Трак шкулĕ) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Командăсем хушшинче вара 1-мĕш вырăна — Именкасси, 2-мĕшне — Трак, 3-мĕшне Красноармейски шкулĕсен командисем çĕнсе илчĕç.

Ю. Арманов.