17 октября 2017 г.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнче “Çамрăк кулинар” кружок ĕçлеме пуçланă. Кулинари — чăн-чăн искусство, поварсем — тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пултаракан хăйне май ỹнерçĕсем. Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Çамрăк кулинар” вĕренỹ пĕрлешĕвĕ ачасене тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентет. Занятисем эрнере пĕр хут иртеççĕ. Вĕсене Красноармейскинчи вăтам шкулти технологи учителĕ С. Суховетрюк йĕркелесе пырать.