Аслă вожатăйсем канашланă

17 октября 2017 г.

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн никĕсĕ çинче Трак енри шкулсенчи аслă вожатăйсен семинарĕ иртнĕ. Ăна вĕсем “Инновационные формы работы старших вожатых в образовательных учреждениях” ят панă. Аслă вожатăйсем умĕнче пултарулăх çурчĕн методисчĕ А. Клементьева тухса калаçнă. Вĕсем 2017—2018 вĕренỹ çулĕнчи çĕнĕ тĕллевсене палăртнă, “Эстафета памяти поколений”, “Творческая школа” проектсене тишкернĕ. Трак вăтам шкулĕн аслă вожатăйĕ Д. Ефимова “Осенний вернисаж” ятлă мастер-класс ирттернĕ. Дина Феногентовна унта кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ иртнине тĕпе хунă.