Вăрманçăсен олимпиади

    Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче районти III вăрман олимпиади иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — Трак енри шкулсенчи лесничествăсене, экологипе биологи пĕрлешĕвĕсене аталанма пулăшасси. Унта Трак енри ултă вĕренỹ заведенийĕнчи 14 каччăпа хĕр хутшăннă. Вĕсен олимпиадăн тĕрлĕрен ыйтăвĕсем çине хурав памалла пулнă. Хĕрỹ тупăшура Денис Михайлов (Красноармейски вăтам шкул, 11 класс, ертỹçи И.К. Васильева) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшĕнче Камилла Викторова (Чатукасси, 9 класс, В.П. Иванова) тухнă, виççĕмĕш вырăна Александра Дмитриева (Упи, 7 класс, Л.В. Фролова), Виктория Васильева (Красноармейски, 9 класс, И.К. Васильева) пайланă. Çĕнтерỹçĕсене свидетельствăсем панă. Вĕсен район чысне республикăри конкурсра хỹтĕлеме тивет.