Конкурс йĕркелеççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи (1941-1945) вĕçленнĕренпе çул хыççăн çул хыçа юлать. Кăçал эпир сирĕнпе Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитнине паллă тăватпăр. 1418 куна пынă хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен хисепĕ сахалланнă çемĕн сахалланса пырать. Çапах та паттăрсене халалланă вуншар Мухтав аллейи, хаяр çапăçусенче пуç хунă салтаксене пытарнă тăванла вил тăприйĕсем, ытти паллă вырăнсем пире çав хăрушă кунсене аса илтереççĕ тата мĕльюншар совет çыннин вăрçă хирĕнчи тата тылри паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Трак енри ачасен пултарулăх çурчĕ “Цветы Памяти” ятлă районти конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурсăн тĕллевĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата хирĕç тăруллă вырăнсенче çар тивĕçне чыслăн пурнăçланисене хисеп тăвасси тата çар событийĕсемпе çыхăннă асăну палăкĕсене тирпей-илем кĕртсе истори асаилĕвне сыхласа хăварасси. Конкурса Трак енре пурăнакан кашни çынах хутшăнма пултарать. Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен кăçалхи майăн 9-мĕшĕччен ddm-krarm@mail.ru электронлă адреспа заявка тăратмалла. 2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен туса ирттернĕ ĕç пирки отчет çитермелле. Пирĕн адрес: Красноармейски ялĕ, Ленин урамĕ, 26/1 çурт, районти ачасен пултарулăх çурчĕ. Тел.: 2-23-49.