Хĕрсемпе каччăсем конкурсра тупăшрĕç

Хĕрсемпе каччăсем конкурсра тупăшрĕç     Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче "Эстафета памяти поколений" проектпа килĕшỹллĕн хăйсем çырнă патриотла сăвăсен "Ради жизни на земле" ятлă конкурсăн район шайĕнчи пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Вăл шăпах оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă тапхăрта пулчĕ. Конкурса Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи юратнă Раççейĕн пĕлтерĕшĕн тата истори хаклăхĕн никĕсĕ çинче Трак тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсен патриотизм туйăмне ỹстересси, Тăван çĕршывăн, тăван енĕн чапĕпе мухтавне туйса тăрасси пулчĕ. Вăл икĕ номинаципе иртрĕ. Пĕрремĕшĕ — “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халаллатпăр...”. Юнлă вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă çар çыннисем, разведчиксем, партизансем, çамрăк паттăр пионерсем, хастар салтаксем çинчен çырнă хайлавсем. Иккĕмĕшĕ — “Вут-çулăмлă пĕкĕ” (“Огненная дуга”). Вĕренекенсен иртнĕ хаяр вăрçăн Курск пĕккинчи (05.07-23.08.1943) танк-сен чи пысăк çапăçăвне халалланă сăвăсем. Тупăшăва Трак енри 4 шкулти — Трак, Красноармейски, Упи вăтам, Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсене, ỹсĕмне кура, икĕ ушкăна уйăрчĕç: 5-8 тата 9-11 классенче пĕлỹ илекенсем. Ачасене сăвăсене чăвашла тата вырăсла çырма ирĕк панă. Кĕçĕн ушкăнра пĕр-ремĕш номинаципе тăхăр вĕренекен тупăшăва тухрĕ. Анастасия Ершова (Трак шкулĕ, “Фронтовик” ятлă сăвă калăпланă, ертỹçи А. Леонтьева), Александра Димитриева (“Нимĕн те манăçмасть”), Лейла Тимофеева (“Ан пултăр тискерлĕх çĕр çинче”, В. Васильева), Инга Фомина, (“Навеки помни”, В. Никитина) (пурте Упи), Роман Козлов (Кĕçĕн Шетмĕ, “Вырсарникун ирхине” И. Козлова), Вероника Афанасьева (“Война”), Алла Федотова (“Уж так давно была война”), Диана Романова (“Дети войны”. Т. Алексеева) (пурте Красноармейски), Никита Степанов (Трак, “Прадедушка”, И. Шорникова) хайланă сăвăсем содержанийĕпе, янăравлăхĕпе палăрчĕç. Вĕсене вĕренекенсем питех те пултаруллă вуларĕç. Кунта Н. Степанов çĕнтерчĕ, Л. Тимофеева, Р. Козлов тата Д. Романова призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Аслă ушкăнта 4-ăн тупăшрĕç: Кирилл Васильев (Красноармейски, “Хăрушă вăрçă”, З. Михайлова), Дарья Шустрова (Трак, “Хочу сказать спасибо вам...”, И. Шорникова), Лиана Николаева (“За Родину, за вас, за всех!”, В. Никитина), Лиана Петрова (“Эпир çĕнтертĕмĕр çавах”, С. Петрова) (иккĕшĕ те Упи). К. Васильевпа Д. Шустрова пĕрремĕш вырăна пайларĕç. Л. Николаевăпа Л. Петрова призлă вырăн йышăнчĕç. Кĕçĕн ушкăнра ик-кĕмĕш номинаципе Дана Павлова (Трак, “Защитникам Курской дуги посвящается”, Ю. Кузьмина), Ксения Андреева (Красноармейски, “Они боролись за Победу”, З. Михайлова), Александра Димитриева (“49 дней и ночей...”, В. Никитина), Анастасия Якимова (“Мы помним...", В. Васильева) (иккĕшĕ те Упи), конкурса япăх мар сăвăсем хатĕрленĕ. Кунта А. Якимова çĕнтерчĕ. Д. Павловăпа А. Димитриева пултарулăхпа палăрчĕç. Аслă ушкăнра Анастасия Николаева (Красноармейски, "В пропасть бы эту войну!", Т. Алексеева) приза тивĕçрĕ. Конкурс çакна кăтартса пачĕ: Трак енри шкулсенче те чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине юратакан каччăсемпе хĕрсем чылай-ха. Вĕсенчен нумайăшĕ литература кружокĕсенче ăсталăхне туптать, сăвă техникине ăнкарать, çĕнĕ сăвăсем калăплать. Питех те шел, тупăшăва ытти шкулсенче вĕренекенсем хутшăнмарĕç. Конкурсра çĕнтернисем Трак ен чысне республика шайĕнчи тупăшура хỹтĕлеççĕ.