Вулакан çамрăксен конкурсĕ

Мартăн 14-мĕшĕнче Красноармейскинчи ачасен пултарулăх çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри вулакан çамрăксен “Живая классика” конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Çулсерен иртекен мероприяти кăçал унчченихинчен те нумай ача пуçтарчĕ. Шкулсенчи тапхăрсенче çĕнтернисем 5 шкултан 12 вĕренекен (10-17 çулхисем) республикăра тупăшассишĕн хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсен ăсталăхне жюрин виçĕ членĕ хакларĕ: Н. Янкас премийĕн лауреачĕ, Красноармейски районĕнчи Культура çурчĕн халăх театрĕн режиссерĕ Клавдия Васильевăпа Красноармейскинчи ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Алина Клементьева. Пухăннисенчен чи хастаррисене суйлама мана та тỹр килчĕ. Шкул ачисене хавхалантарма вĕрентекенĕсем те пухăнчĕç. Каласа хăвармаллах, тупăшу пĕр тан пултăр тесе, жюри членĕсене вĕренекенсен ячĕ-хушамачĕпе каласа паракан произведенисене çеç кăтартнă, хăш шкулта ăс пухнине палăртман. Пĕр сехет хушшинче эпир темĕн тĕрлĕ произведени те илтрĕмĕр: юрату сăвви те, романсенчи сыпăксем те, кулăшла калавсем те. Конкурс вăхăтĕнче çакна ăнлантăмăр: вĕренекенсем конкурса питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ: хăйсем суйласа илнĕ сыпăксене вĕренсе кăна мар, тумтирĕсене те тупса, кирлĕ вырăнта куççулĕсене те кăларса. Чăнах та, питĕ пултаруллă пирĕн каччăсемпе хĕрсем. Чи тăрăшуллисене уйăрса илме йывăр килчĕ. Çĕнтерỹçĕсем: 1 вырăн — Анастасия Григорьева, Красноармейски шкулĕ (ертỹçи — Т.Л. Ефимова); 2 вырăн — Дмитрий Леонтьев, Трак шкулĕ (ертỹçи — И.Г. Шорникова); 3 вырăн — Анна Арсентьева, Трак шкулĕ (ертỹçи — И.Г. Шорникова). Ачасен пултарулăхне пĕтĕмлетсе Клавдия Ильинична Васильева тăрăшуллă çамрăксем валли пĕчĕк мастер-класс ирттерчĕ.