“Ветеран валли сувенир”

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... Пĕтĕмпе те тăватă сăмах çеç. Анчах Раççейре пурăнакан кашни çыннăн чĕринчех асаилỹсем, хурлăхлă самантсем çуратаççĕ вĕсем. 1418 куна пынă вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа кĕçех 73 çул çитет. Эпир, хальхи яш-кĕрĕм, хаяр та юнлă вăрçăра ирсĕр тăшманпа кĕрешсе пуç хунисем умĕнче пуçăмсене таятпăр. Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май, Трак енри ачасен пултарулăх çурчĕ республикăри “Ветерансем валли сувенир” конкурсăн районти этапне ирттернĕ. Тупăшăва районти 10 вĕренỹ учрежденийĕнчен 75 ĕç тăратнă. 4-16 çулсенчи ачасем хăйсен аллисемпе Çĕнтерỹ уявне халалланă сувенирсемпе открыткăсем хатĕрленĕ. Конкурс çĕнтерỹçисемпе призерĕсене райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн Дипломĕсемпе чыслаççĕ. Тупăшăва хутшăннисене сертификатсем параççĕ.