Çамрăк пушарнăйсен районти слетĕнче

Çамрăк пушарнăйсен районти слетĕнче

Красноармейскинчи 32-мĕш №-лĕ пушар чаçĕнче Трак тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчи 8-10 классенче вĕренекенсем хушшинче çамрăк пушарнăйсен районти 28-мĕш слечĕ иртнĕ. Унта 4 команда хутшăннă. Савăнăçлă мероприятие ПЧ-32 начальникĕ М. Арсентьев уçнă. Командăсем ăмăрту лапамне йĕркеленсе тăнă. Вĕсен хăйсен девизĕ пулмалла, стройпа утмалла, пушара хирĕçле темăпа юрă шăрантармалла, тест витĕр тухмалла, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пĕлмелле, чăрмавсем урлă чупмалла, эстафетăра вăй виçмелле, пушар оборудованине тĕрĕс çыхăнтармалла, пушар тумне тĕрĕс тăхăнмалла, викторинăра пĕлĕве тĕ-рĕслемелле. Çивĕч кĕрешỹре Красноармейски вăтам шкулĕн команди çĕнтернĕ. Ертỹçи — Е.Г. Михайлов. Вĕсен район чысне Шупашкарта иртекен зонăри ăмăртусенче хỹтĕлемелле. Иккĕмĕш вырăнта — Алманчсем (А.Л. Николаева), виççĕмĕшĕнче — Уписем (В.Л. Фролов). Мала тухнисене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.